Сахал мар вĕренекене çутта кăларнă

2012 çул - Раççей историйĕн çулталăкĕ. Çĕр-шыв историйĕ ял-хуласен историйĕнчен пуçтарăнать. Кашни ялăн пурнăçĕ çĕр-шывăн кун-çулĕпе çыхăннă.

Çĕрпÿ районĕнчи Мăнçут ялĕнче пĕрремĕш шкул (школа грамоты) 1893 çулта уçăлнă. Пĕр çулталăк хушшинче ачасен вулама-çырма, Турă саккунĕсене вĕренмелле пулнă. Пĕрремĕш вĕренÿ çулĕнче 18 ача шкула çÿренĕ пулсан, иккĕмĕш çулне вĕренекенсен шучĕ чакнă, 11 ача çеç пулнă. Кĕçех таврари ялсенчи ачасен пĕлÿ илес шанчăк сÿннĕ: шкул хупăннă. 

1911 çулта Вăрманкас Пайкилт ялĕнче Еремей Петров килĕнче Çĕрпÿ Земство управи шкул уçма ирĕк парать. Иккĕмĕш вĕренÿ çулĕнче ачасен шучĕ 34-а çитнĕ. Шкула таврари 5 ялтан çÿренĕ пирки вĕренес текенсем пурте класа шăнăçайман. Земство управи шкул çуртне туса пама килĕшмен. Кукшакасси ялĕн çынни Малахей Семенов ятарласа шкул валли хăвăрт кăна çурт çĕклет те ачасене вĕрентме май туса парать. Çĕрпÿ хулинчен килнĕ Александр Дмитриевич Лысенин 1912 çулхи авăнăн 21-мĕшĕнче ачасене вĕрентме пуçлать.

1913 çулта Земство управи тăватă комплектлă шкул çуртне çĕклес тĕллевпе Вăрманкас Пайкилтсем патне сĕнÿпе тухать. Анчах халăх, çĕр хĕсĕк пулнă пирки, икĕ комплектлă шкул валли те çĕр уйăрса пама килĕшмест. Турттарса килнĕ пĕренесене Кукшакасси çыннисем хăйсен ялне куçараççĕ те шкул çуртне купалаççĕ. Çав çулах икĕ класлă училище  Кукшакасси, Мăнçут, Уйкас ачисене йышăнать. Вăрманкассисемпе Çатрасем уйрăм çын килĕнчех вĕренĕве малалла тăсаççĕ.

Кукшакассинчи Земство училищинче 1914 çулхи кĕркунне 67 арçын ачапа 27 хĕрача парта хушшине лараççĕ. Тата тепĕр вĕрентекен хутшăнать: А.Д.Соколов. Турă саккунне вĕрентекен ертсе пынипе ачасем уявсенче кÿршĕ ялти чиркĕве çÿренĕ.

Октябрьти революци хыççăн пур çĕрте те улшăнусем пуçланаççĕ. 1918 çулта Земство училищисенчен 3 çул вĕренмелли совет шкулĕсем йĕркелеççĕ, 1920 çулта – ĕç шкулĕсем. Мăнçут ялĕнче тепĕр шкул уçма шут тытаççĕ, анчах вĕрентекен тупайман пирки шкул уçас ĕмĕт путланать.

1921 çулхи выçлăх вăхăтĕнче ачасене вилĕмрен çăлса хăварас тесе шкулсем çумĕнче столовăйсем йĕркеленĕ. Вăрманкассинче А.Гаврилова 15 ача валли апат пĕçернĕ. Шел пулин те, пурне те апатлантарма май килмен.

20-мĕш çулсенче хут пĕлменлĕхе пĕтерес ĕç пуçланса каять. Пур ялта та уйрăм çын çурчĕсенче ачасене вĕрентме тытăнаççĕ. Çитĕннисене вулама-çырма вĕрентес ĕçре маларах шкулта пĕлÿ илнисем те чылай пулăшаççĕ.

 

1922 çулта Вăрманкас Пайкилтре Шинер ялĕнчен çурт куçарса килсе шкул  çуртне тăваççĕ те ачасене унта вĕрентме тытăнаççĕ. Кукшакассинчи шкул çурчĕ вара, А.М.Бусыгина учительница тимсĕрлĕхне пула (керосин лампипе пула), çунса каять.

Чăваш патшалăх истори архивĕнче 1927 çулхи Пĕтĕм союзри шкул çыравĕн докуменчĕсем упранаççĕ. Çак вăхăтра Кукшакасси шкулĕн ячĕ тĕл пулмасть. Мăнçутри тата Вăрманкас Пайкилтри 4 çул вĕренмелли шкулсенче 2-шер ушкăн вĕренни, шкула çул сиктерсе йышăнни паллă.

1934 çулта  ВКП(б)ăн ХVII съездĕнче 7 çул вĕрентесси тата шкулсен тĕсĕсем пирки йышăну кăларнă. 1934/35 вĕренÿ çулĕнче таврари ачасем Кукшакасси шкулĕнче пĕлÿ илме пуçланă. Хăйсем вара малтанхи пекех уйрăм çын çурчĕсенче вĕреннĕ. Ятарласа лартнă шкул Вăрманкассинче пулнă пирки шкул ятне те çаплах парасшăн пулнă. Анчах Çĕрпÿ районĕнчи вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Михаил Никифоров (Уйкас çынни) Вăрманкассисем районта нумай пулнăран шкул ятне Кукшакасси ятне пама сĕнет. Çавăнтанпа шкул паян кун та çак ятпах пурăнать. (Ялĕ вара Мăнçутпа пĕрлешсе ун урамĕ пулса юлнă.)

Вĕренекенсен шучĕ ÿсех пынăран тĕрлĕ ялсенчи уйрăм çуртсенче вĕренекен ачасене пĕр çĕре пухас тĕллевпе 1936 çулта ятарласа шкул çуртне çĕклеççĕ. Çак ĕçре М.Н.Никифоровпа Л.М.Митрофанов шкул заведующийĕн тÿпи пысăк. Анчах çĕнĕ çурт та пур ачана вырнаçтарайман: Вăрманкас Пайкилт ялĕнче шкул (Кукшакасси шкулех шутланнă) 1977-мĕш çулчченех ĕçленĕ.

1939 çулта пуçламăш шкултан 7 класлă шкул тăваççĕ, директор пулма А.А.Андреева уйăрса лартаççĕ. Пÿлĕмсем çитмен пирки шкул çумне тепĕр 2 çурт çĕклеççĕ. Унта 2 класс вĕреннĕ, тата учительсене хваттере янă.

Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçлансан арçынсем фронта тухса кайнă. Шкула Васса Петровна Никифорова ертсе пыма тытăннă, 1959 çулчченех тăрăшнă вăл çак яваплă ĕçре. Çав вăхăтрах общество ĕçне те хастар хутшăннă: 2 хут ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă, колхозра счетовод тивĕçĕсене пурнăçланă. Ачасемпе хĕрарăм учительсен вăйĕпе вăрман касса вут хатĕрленĕ, фронтри салтаксем валли алсиш-чăлха çыхса ярса панă, хĕл ларичченех колхоз уйĕнче ĕçленĕ. Тетрадь тавраш пулман пирки кив тетрадьсем çине йĕркесем хушшине çырнă.

Çулран çул ачасен шучĕ ÿссе пынă, паралельлĕ классем йĕркелеме тивнĕ. Шкул тавра аллея, сад пахчи лартса çитĕнтернĕ. Физкультура урокĕсем ирттерме спорт площадки тунă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче шкул ачисем В.В.Васильева ертсе пынипе колхоз хирĕнче пахча çимĕç, тыр-пул ÿстернĕ. Кукуруза ăнăçлă çитĕнтернĕшĕн Мускав хулинче Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкинче пулнă.

1960 çулта 8 çул вĕрентме тытăнаççĕ, директор ĕçĕсене Виктор Фадеевич Фадеева шанса параççĕ. Шкулăн хуçалăхне малалла аталантарас, аслă пĕлÿллĕ специалистсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе нумай вăй хунă вăл. 30 çул ытла ачасене пĕлÿ панă „Ĕçри хастарлăхшăн” медаль кавалерне К.Л.Афанасьевăна, „Ĕçре палăрнăшăн” медаль кавалерĕсене М.Н.Ефимовăна, А.И.Егоровăна, Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕсене М.П.Тимофеевăна, Л.П.Григорьевăна тата Н.П.Иванова, Ф.С.Степанов, М.Н.Николаева, П.Т.Тимофеев, О.Е.Фадеева, А.С.Семенова, И.М.Михайлов, Н.А.Петрова, Я.В.Васильев, Л.М.Зиновьева учительсене шкулта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ ачасем ырăпа аса илеççĕ.

С.А.Александрова, Ю.А.Сергеев директорсем ертсе пынă çулсенче шкул районта çеç мар, республикăра та тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерсе палăрнă. Паян та шкулта маттур та хастар вĕрентекенсем вăй хураççĕ.

Шкул сумне çĕклекенсем – унăн вĕренекенĕсем. Тĕнчипе паллă Олимпиада Ивановăпа Гиана Романова спортсменкăсем, Иван Вутлан, Роза Шевлепи, Нина Пăрчăкан çыравçăсем, Н.Г.Григорьев, В.П.Матвеев, В.Д.Тимофеев ăсчахсем, В.Н.Николаев, Е.Д.Тимофеева общество деятелĕсем, П.И.Васильев, В.И.Ильин, Л.П.Яковлева, Н.С.Сидорова ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем тата нумай-нумай пултаруллă çын пĕлÿ илнĕ Кукшакасси шкулĕнче. Паянхи вĕренекенсем те хăйсен аппăш-пиччĕшсенчен кая юлмаççĕ: олимпиада-конкурссенче палăраççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче мала тухаççĕ.