Хатĕр пул - яланах хатĕр!

Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех пĕчĕк Светлана юратнă вĕрентекенĕн, Мария Петровнăн, пулăшуçи пулнă: юлташĕсене вулама вĕрентнĕ, задача-пример шутлама пулăшнă. Шкул пĕтерекен хĕрача умĕнче ăçта вĕренме каймалла текен ыйту тăман. Паллах, учитель пулмалла. Малтан Канашри педагогика училищинче, каярах Мари педагогика институтĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илет Светлана Александровна.

Ĕç биографине пĕчĕккисене вĕрентсе пуçланă вăл. Комсомол путевкипе Пĕтĕм Раççейри пионерсен „Орленок” лагерĕнче вожатăй пулса ĕçлнĕ. Çав хавхалану, хастарлăх ĕмĕр тăршшĕпех унпа пĕрле. Кирек мĕнле çĕнĕ те яваплă ĕçе те вăл „яланах хатĕр!” девизпа пуçăнать.

Шăпа С.А.Александровăна тăван шкула илсе çитерет. Маларах пуçламăш класс ачисене вĕрентет, каярах 5-9 классенче – истори. Çав вăхăтрах музыка урокĕсене ирттерет, ачасемпе тĕрлĕрен концертсем лартать.

1985 çулта шкул директорĕн пуканĕ пушансан Светлана Александровна йывăр та яваплă ĕçрен хăраса ÿкмест, хăйне шаннине тÿрре кăларас тесе пĕтĕм хастарлăхпа кÿлĕнет. Паянхи кун шкулта тăрăшакан коллектива педагогикăри малтанхи утăмсене тума та вăлах пулăшнă.

Шкула А.Г.Николаев космонавт летчик ятне парсан С.А.Александрова çамрăк космонавтсен отрядне йĕркелет. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ смотрта, конференцире палăраççĕ, республика, Раççей шайĕнче лауреат ятне илеççĕ.

43 çул ачасене вĕрентнĕ педагог паян тивĕçлĕ канура. Апла пулин те шкулпа çыхăну татман. Пушă вăхăтне хăйĕн юратнă киленĕçĕнче ирттерет: тăван ял, шкул историне тĕпчет, пултаруллă çынсем çинчен материал пуçтарать.

Тамара Григорьева