„Сумлă çĕр ĕçченĕ“ тĕл пулу

„Сумлă çĕр ĕçченĕ“ тĕл пулу

Пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ, Чăваш ен экономикипе культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă мухтавлă çынсем сахал мар. Вĕсемпе эпир шкулăн музей кĕтесĕнче паллашма пултаратпăр. Унта вăрçăпа тыл паттăрĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем пур, пултаруллă ентешсем çинчен хатĕрленĕ альбомсемпе буклетсем чылай.

Ĕçре чап илнĕ ветерансемпе тĕл пулни вара кашни ачан асĕнче тарăн йĕр хăварать. Çакăн пек шухăш патне пырса тухрĕç „Сумлă çĕр ĕçченĕсем“ мероприятие хатĕрлесе ирттерекенсем.

Шкула хăнана килнĕ Е.А.Васильева, Р.А.Иванова, Л.П.Яковлева тăван „Цивильское“ хуçалăхра 40-шер çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсен кашнинех ачасене каласа памалли темĕн чухлех. Елена Андреевна пăрусем пăхнă, мăйракаллă шултра выльăх самăртнă, Раиса Архиповна сĕт сунă, Любовь Петровна комплекслă бригадăна ертсе пынă. Ĕçре тăрăшуллă пулнăран, пысăк çитĕнÿсем тунăран вĕсен Хисеп хучĕсем (Раççей шайĕнчисем таранах) чылай. Социализла ĕç ударникĕ ята та çулсеренех тивĕçнĕ пирĕн ентешсем. Любовь Петровнăн кăкăрĕ çинче Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕн палли те ялкăшать. Тата çакна та палăртмалла: вĕсем виççĕшĕ те мăшăрĕсемпе пĕрле 5-шер ача çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă.

Хăнасем хăйсен ĕçĕ çинчен каласа панипе пĕрлех ачасене пилллерĕç те: тăрăшса вĕренме, учительсене итлеме, ашшĕ-амăшĕсене пулăшма тата ĕçе юратса тума сунчĕç.

Шкул ачисем ветерансене сăвă-юрăпа савăнтарчĕç, мухтавлă ентешсенчен тĕслĕх илме сăмах пачĕç.