Чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев – 175 çулта

Чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев – 175 çулта

 

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче  эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Чăваш чĕлхи чăваш халăхĕн наци палли, унăн иксĕлми пуянлăхĕ пулса тăрать.

Кăçал чӑваш халӑхне ҫутта кăларакан, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитет. Çутта кăларуçăн сумлă юбилейне çĕр-шывĕпех анлă паллă тăваççĕ, çавăнпа та уявпа çыхăннă ĕç-пуçа ытларах ăна халаллаççĕ. Акă, пирĕн шкулта та савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.В.Григорьева аслă патриархăмăр çинчен каласа пачĕ, унăн чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

1-8 классенче вĕренекенсем Иван Яковлев калавĕсемпе инсценировкăсем лартрĕç. Пурте тăрăшса хатĕрленнĕ: реквизитсем хатĕрленĕ, тум-тир тупнă. Куракансене уйрăмах пĕрремĕшсемпе виççĕмĕшсем лартнă „Уçăлма тухнă шăши çури“ юмах килĕшрĕ. Тăваттăмĕш классем икĕ хайлава инсценировкăлама пултарнă: „Лаша шырани“ тата „Эпĕ ÿкĕнни“.

Пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр!